Кăçалхи хĕллехи спорт ăмăтăвĕсен сезонĕ
час уçăлаймарĕ. Сăлтавĕ паллă – Çĕнĕ çулччен кăпăшка юр пулманпа пĕрех. Çапла
вара йĕлтĕр çине кăрлач уйăхĕнче кăна тăма майсем пулчĕç.
Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче шкулăн йĕлтĕр
трасси çинче 1-11 классем хушшинче эстафета иртрĕ. «Сывлăх кунĕ» 1-4 классем
хушшинчи ăмăртупа пуçланчĕ. Кашни класс 4 хĕр ача тата 4 арçын ача тăратрĕ.
Çĕнтерӳçĕсем:
1 вырăн - 4 классенче, 2-мĕш – 3 класра, 3-мĕш – 2 класра вĕненекенсенче. 1 классем
вара çĕнтерме ăнтăлнăшăн тав хучĕ илме тивĕç пулчĕç. Ку кăна та мар. Класс ертӳçисемпе ачасен
ашшĕ-амăшĕсем те йĕлтĕр çине тăчĕç, хăйсен сывлăхне çирĕплетрĕç.
6-мĕш урок хыççăн 5-8,
9-11-мĕш классем ăмăртрĕç. Ку чи интереслĕ пай пулчĕ, мĕншĕн тесен вăтам тата
аслă классен хушшинче 8 Б класс 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 6 А класс – 2-мĕш вырăн,
10 класс вара 3-мĕш вырăна кăна тивĕçрĕ. Тĕлĕнмелле мар-и?
|